Родительский дом (Атте-анне килӗ) текст песни

Атте-анне килӗ пит чӗнеть. Тунсӑха путсассӑн ман чӗре.
Кунҫула тухсассӑн шухӑшсем ачашшӑн васкатаҫ атте-анне килне!
Кунҫула тухсассӑн шухашсем ачашшӑн васкатаҫ атте-анне килне!

Атте-анне килӗ хӳтӗлеть. Атте-анне пилӗ вӑй кӗртеть.
Час-часах пыманшӑн, вӑхӑт тупайманшӑн каҫарсам пире, атте-анне!
Час-часах пыманшӑн, вӑхӑт тупайманшӑн каҫарсам пире, атте-анне!

Пурнӑҫра телей пире кӗтеть, атте-аннене хисеплесен.
Турӑ сывлӑх патӑр, упраса хӑвартӑр, хӳтӗлетӗр атте-аннене!
Турӑ сывлӑх патӑр, упраса хӑвартӑр, хӳтӗлетӗр атте-аннене!

Тӑвансемӗр пурте пухӑнсан ас илер хӑватлӑ ӑрӑва!
Телей ӗрешлетӗр, ӑрӑскал пиллетӗр, илемлеттӗр Турӑ кун- ҫула!
Телей ӗрешлетӗр, ӑрӑскал пиллетӗр, илемлеттӗр Турӑ кун-ҫула!

Комментарии

Минимальная длина комментария - 50 знаков. комментарии модерируются
Кликните на изображение чтобы обновить код, если он неразборчив
Комментариев еще нет. Вы можете стать первым!